Министерство просвещения Российской Федерации
Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ĕҫ министертстви
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Технопарк универсальных педагогических компетенций «Учитель будущего поколения России»

Доступная среда: Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Национальный проект «Наука и университеты»

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Контакты/Телефонный справочник Реквизиты ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Брендбук ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Архив баннеров Часто задаваемые вопросы Анкета обратной связи
Министерство просвещения Российской Федерации

объясняем.рф

Технопарк Министерство просвещения Российской Федерации

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ





Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
» Архивы
Апрель 2024 (64)
Март 2024 (103)
Февраль 2024 (73)
Январь 2024 (43)
Декабрь 2023 (55)
Ноябрь 2023 (104)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 22-21-47
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-28-85
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение

Главная страница » Новости » «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри тĕпчев кĕнекисен хăтлавĕ
«Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри тĕпчев кĕнекисен хăтлавĕ
Дата: 29 января 2016, 10:06 | Категория: Новости | Просмотры: 1653
«Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри тĕпчев кĕнекисен хăтлавĕХальхи вăхăтра чăваш литературин тĕпчевĕпе критикин уçлăхĕнче чылай ăсчах тăрăшать. Вĕсен ĕçĕсем пире илемлĕ сăмахлăхăн пуян та сăнарлă тĕнчипе паллаштараççĕ, унăн аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене тарăнрах ăнкарса илме май параççĕ, çыравçăсен хайлавĕсене тĕрĕс пахалама хăнăхтараççĕ. Сумлă тĕпчевçĕсенчен пĕри вăл – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн çыравçăсен тата журналистсен союзĕсен членĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ çынни А.И. Мефодьев доцент. Вăл − чăваш литературин ăслăлăхне ик çĕре яхăн тĕпчевпе муллатма пултарнă автор. Нумаях пулмасть унăн «Чăваш ача-пăча литератури. Хальхи тапхăр» ятлă монографийĕ кун çути курчĕ. Ку вăл − Александр Ивановичăн пилĕк кĕнекерен тăракан «Чăваш ача-пăча литератури» ярăма вĕçлекен ăслăлăх ĕçĕ. Патăрьел чăвашĕн ку ыйтупа çыхăннă ĕçĕсем 2008-мĕш çултан пуçласа тухса пычĕç: «Чувашская детская литература: истоки, возникновение и формирование» (2008), «Чăваш ача-пăча литератури. 60–80-мĕш çулсем» (2013) монографисем тата «Чăваш ача-пăча литератури. 20–30-мĕш çулсем» (2010), «Чăваш ача-пăча литератури. 40–50-мĕш çулсем» (2011) вĕренÿ кĕнекисем.
2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче сумлă ăсчахăмăрăн «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри тĕпчев кĕнекисен хăтлавĕ пулчĕ. Ăна И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕн тата Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем йĕркелесе ирттерчĕç. Ĕçлĕ тĕл пулăва В. В. Бычков, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин пĕтĕмĕшле тата шкулчченхи вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ, Г. П. Соловьева, Чăваш Республикин Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертÿçи, Ю. М. Артемьев, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература кафедрин профессорĕ, В. П. Станьял, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, халăх академийĕн ертÿçи, И. Ю. Кириллова, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн литературăпа фольклористика пайĕн ертÿçи, Н. Г. Иванова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ, И. В. Софронова, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, Г. Л. Никифоров, ЧНКри вĕренÿ комитечĕн ертÿçи, В. Г. Кошкин (Кервен), «Тăван Атăл» журнал редакторĕ, Н. А. Царыгина, «Самант» журналăн корреспонденчĕ, А. П. Михайлов, «Хыпар» хаçатăн хроника пайĕн корреспонденчĕ, В. В. Белова, Чăваш наци радиовĕн литература передачисен редакторĕ, С. И. Кабирова, Шупашкар хулин 17-мěш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ тата 6 В класс ачисемпе, А. В. Медведева, Шупашкарти 4-мĕш гимназири чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, хутшăнчĕç. Чи малтанах тĕпчевсен авторне историпе филологи факультечĕн декан çумĕ Н. И. Степанова ăшшăн саламларĕ. Унтан В. В. Бычков А. И. Мефодьев ĕçĕсем паянхи чăваш литератури ăслăлăхĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, тав сăмахĕ каларĕ. Малалла хăтлав каçне Шупашкар хулинчи 17-мĕш шкулта 6 В класра ăс пухакан ачасем илем кÿчĕç. Вĕсем С. И. Кабирова ертсе пынипе чăваш çыравçисен ачасем валли хайланă сăввисене шăрантарчĕç, «Çурхи тĕнче» ятлă юрă та парнелерĕç. Сăмах май, С. И. Кабирова хăй те Александр Ивановичăн вĕренекенĕ пулнă, çавăнпа вăл та чун хĕпĕртенине пытармарĕ, юратнă вĕрентекене ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунчĕ.
Шкул ачисене итлесе киленнĕ хыççăн филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ,
О. В. Скворцова доцент «А. И. Мефодьев – ача-пăча литературин паллă тĕпчевçи» ятлă докладпа паллаштарчĕ. Вăл «Чăваш ача-пăча литератури» ярăм тахçанах кĕтнĕ, паха та кирлĕ, сумлă ĕç пулнине, автор ярăмри кĕнекесен тытăмне ансат та уçăмлă йĕркеленине, кашни монографипе вĕренÿ пособинех хронологи йĕркипе литература аталанăвĕн уйрăм тапхăрне халалланине, çыравçăсен хайлавĕсене поэзипе проза тата драматурги ĕречĕсем тăрăх тата тĕрлĕ ÿсĕмри (кĕçĕн, вăтам тата аслă çулсенчи) ачасем валли çырнине кура уйăрса пăхса тухнине, вĕсене тишкернĕ чух тематикăпа сюжета кăна мар, произведенисен хăйне евĕрлĕхне, оригиналлăхне, поэтикине сăнассине тĕпе хунине палăртрĕ.
Г. П. Соловьева А. И. Мефодьев яланах Наци библиотеки ĕçченĕсемшĕн кĕтнĕ хăна пулнине савăнса пĕлтерчĕ, вулавăш ĕçĕ-хĕлĕнче тĕпчевçĕн тÿпи вышкайсăр пысăк пулнине çирĕплетрĕ.
В. П. Станьял А. И. Мефодьева çирĕп чунлă, тирпейлĕ те тĕплĕ ĕçлеме пĕлнĕшĕн мухтарĕ, ярăмри кĕнекесенчи шухăшсене пĕр çĕре çураçуллă пĕрлештерсе «Чăваш ача-пăча литературин историйĕ» ятпа уйрăм кĕнеке туса кăларма сĕнчĕ.
Ю. М. Артемьев ăсчахăн тĕпчев стилĕн уйрăмлăхĕсем, тишкерÿ мелĕсен хăйне евĕрлĕхĕ çинче чарăнса тăчĕ, Александр Ивановичăн наука сăмахĕ сĕтеклĕ, пуян пулнине тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ĕнентерчĕ.
Н. Г. Иванова савăнăçĕ вара пуринчен те вăйлăрах пулни сисĕнчĕ, мĕншĕн тесен вăл ку кĕнекесем кун çути курассине тахçанах кĕтнĕ. А. И. Мефодьевăн тĕпчевĕсем çĕнĕ стандартпа хатĕрлемелли шкул учебникĕсем кăларма пысăк пулăшу кÿреççĕ. Надежда Григорьевна ярăмри кашни кĕнекен паха енĕсене курăмлăн уçăмлатрĕ.
Г. Л. Никифоров, Т. В. Артемьева, А. В. Медведева та ял тата хула шкулĕсенче
А. И. Мефодьевăн «Ача-пăча литератури» ярăмри кĕнекисемпе еплерех усă курма май пурри çинчен каласа кăтартрĕç.
И. В. Софроновăпа И. Ю. Кириллова ăсчахсем Александр Ивановичăн тĕпчев ĕçĕсене пысăк хак пачĕç, вĕсен актуаллăхĕпе практика пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатрĕç.
В. Г. Кошкин (Кервен) А. И. Мефодьевăн тарăн шухăшлă статйисем час-часах «Тăван Атăл» журналта пичетленнине, вулакансем вĕсене яланах кăмăлласа йышăннине палăртрĕ, ентешĕн пултарулăхĕпе мăнаçланнине пытармарĕ.
Н. А. Царыгина та тĕпчевçе саламларĕ, паянхи кун та «Самант» журнал
А. И. Мефодьев пуçарнă традицисене тирпейлĕн упранине, вĕсене тата малалла аталантарса пыни çинчен каларĕ.
Эпир те, чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ĕçченĕсем, хамăрăн хисеплĕ çыннăмăрăн ÿсĕмĕсемшĕн чунтан савăнатпăр, ăна юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ырă кун-кун çул сунатпăр. Александр Ивановичăн çутă та таса пархатарĕ, вĕлле хурчĕ пек тăрăшулăхĕ пирĕншĕн яланах тĕслĕх пултăр.
РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство науки и высшего образования Российской Федерации  Министерство просвещения Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики

Министерство просвещения Российской Федерации