«Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина пĕтĕмлетĕвĕсем


«Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина пĕтĕмлетĕвĕсемИ.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина ирттерчĕ. Викторинăна Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчен, колледжсемпе техникумсенчен, аслă шкулсенчен пурĕ 2036 çын хутшăнчĕ. Вĕсем кашниех ыйтусене хуравланă хыççăн çийĕнчех хăйсен пултарулăхне тата пĕлĕвне тивĕçÿллĕ хаклавлă сертификатсене тивĕçрĕс. Сертификатсене электрон майпа тÿрех уçласа илме пултарчĕç.
Онлайн викторина чăваш чĕлхине юратакансен йышĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене çитĕнекен ăрăва викторинăна явăçтарнăшăн пысăк тав калатпăр. Малашне те педуниверситет, факультет, кафедра ирттерекен ытти мероприятисене те хастар хутшăнасса шанатпăр.

Викторина çĕнтерÿçисем [13,9 Kb]