И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021» çырчĕ


И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021» çырчĕАка уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021» акцие хутшăнчĕ. Диктант çырма пухăннисене аслă шкул ректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Владимир Николаевич Иванов профессор, Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Реслубликин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Валери Туркай саламларĕç. Диктант çырас йĕркепе чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ Татьяна Витальевна Денисова паллаштарчĕ. Юхма Мишши хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ текста Ирина Александровна Архипова, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки вуларĕ.
Пĕтĕмлетÿ çакнашкал: диктант çырнисен 21 % «5» паллă, 58 % «4» паллă, 21 % «3» паллă илме тивĕç пулчĕ.

Протокол [20,37 Kb]