Педуниверситет студенчĕсем – «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисем


Педуниверситет студенчĕсем – «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисемИ.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн студенчĕсем Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх регионсен хушшинчи конкурсне хутшăнса çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулма пултарчĕç:
«Чи лайăх сăвă» номинаци – Инна Маркова, 3-мĕш вырăн.
«Чи лайăх калав» номинаци – Екатерина Темяшкина, Эрбина Портнова 2-мĕш вырăн, Екатерина Силярова 3-мĕш вырăн.
«Чи лайăх очерк» номинаци – Галина Ивановапа Ирина Самарина, 2-мĕш вырăн
Конкурс çĕнтерÿçисемпе вĕсен ертÿçине, Осипов Николай Николаевич доцента, ятпа ăшшăн саламлатпăр, илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсем çырнăшăн тав тăватпăр, малашне те пултарулăха аталантарса пыма вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.