Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем молодежи |
Хаклӑ яшсемпе хӗрсем!
Сире чаплӑ та ҫутӑ уявпа – Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе – чун-чӗререн саламлатӑп! Эсир хӑвӑр ҫинчен пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче – наукӑпа вӗренӳре, культурӑпа спортра, экономикӑпа бизнесра – тивӗҫлипе пӗлтеретӗр. Общество ӗҫӗ-хӗлӗнче хастарлӑх кӑтартатӑр тата ырӑ тӑвакансен тавралӑх хутлӑхне хӳтӗлес, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытас, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫланакан тӗрлӗ проектне хапӑл туса хутшӑнатӑр. Хӑвӑрӑн ҫутӑ ӗмӗттӗллевӗрсене пурнӑҫлама ӑнтӑлса, пултарулӑхӑра туллин уҫса парса тата паллӑ ӳсӗмсемпе палӑрса эсир Чӑваш Республикине тухӑҫлӑн аталантарма пулӑшатӑр, унӑн пуласлӑхне хыватӑр. Хӑвӑр вӑй-халӑра ӗненӗр, халиччен тунӑ ӗҫсемпе кӑна ан ҫырлахӑр! Сирӗн ҫамрӑклӑх ҫулӗсем ҫутӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян пулччӑр тата асра юлмалла иртчӗр! Мӗнпур ырӑ пуҫарура сире ҫивӗч те хӑюллӑ шухӑшсем тата ӑнӑҫусем сунатӑп! Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев Дорогие юноши и девушки! От всей души поздравляю вас с замечательным праздником – Днем молодежи! Вы уверенно заявляете о себе в самых разных сферах жизни – науке и образовании, культуре и спорте, экономике и бизнесе. Активно участвуете в общественной деятельности и разнообразных добровольческих проектах по защите окружающей среды, сохранению памяти о героях Великой Отечественной войны, помощи людям в сложных жизненных ситуациях. Стремясь к своим целям и мечтам, раскрывая таланты и добиваясь высоких результатов, вы вносите достойный вклад в успех Чувашской Республики, строите её будущее. Всегда верьте в себя и никогда не останавливайтесь на достигнутом. Пусть ваши молодые годы будут насыщенными, яркими и запоминающимися! Желаю вам смелых идей и удачи во всех добрых начинаниях! Временно исполняющий обязанности Главы Чувашской Республики Олег Николаев Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики |