«Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» семинар иртрĕ


«Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» семинар иртрĕАка уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ Пĕтĕм Раççейри регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕ пуçарнипе «Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» ăслăлăхпа меслетлĕх семинарне ирттерчĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем хастар хутшăнчĕç. Шупашкар хулин А.Г. Николаев ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем А.В. Егорова тата Ю.Е. Анисимова студентсене вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли çĕнĕ вĕренÿ кĕнекипе паллаштарчĕç, ачасене кăсăклантарма май паракан ĕç меслечĕсмпе мелĕсем пирки каласа пачĕç.