«Чăваш пики – 2022»


«Чăваш пики – 2022» Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе «Чăваш пики – 2022» ăмăрту йĕркелесе ирттерчĕ. Конкурса хутшăнакансен кăмăлне çĕклеме, вĕсене хавхалантарма Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, Владимир Николаевич Иванов профессор хапăл турĕ. Чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ Татьяна Витальевна Денисова пикесене ăмăрту йыхравне кăмăл туса йышăннишĕн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.
Конкурса тĕрлĕ факультетра вĕренекен 10 пике хутшăнчĕ. Хÿхĕм те илĕртÿллĕ чăваш хĕрĕсем куракансене чăваш чĕлхине, культурине тата унăн историне аван пĕлнипе тыткăнларĕç. Хĕр-упраçсен пултарулăхне чăвашсен культурăпа ÿнерĕн паллă ĕçченĕсем – И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн сапăрлăх тата социаллă ĕç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен проректорĕ – Ольга Михайловна Лукичева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, балетмейстер, этнохореограф, вĕрентÿçĕ – Владимир Аркадьевич Милютин, чăвашсен паллă эстрада юрăçи, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Мечта» профилакторин ертÿçин çумĕ Алексей Валерьевич Шадриков – пур енлĕн пахаласа вĕсенчен чи ăслине, чи пултаруллине, чи илемлине суйласа илчĕç.
Тупăшура «Чăваш пики – 2022» ята шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психологи факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Кристина Боброва (150 балл) тивĕçрĕ, «Вице-Чăваш пики – 2022» – физкультура факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕ Анастасия Краснова (148 балл) пулчĕ.
Экспертсем пикесене пур енлĕн хакласа вĕсене тĕрлĕ номинаципе палăртрĕç:
«Илĕртÿллĕ пике» – ют чĕлхесен факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Ангелина Ананьева (147 балл);
«Пултаруллă пике» – педагогикăпа психологи факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕ Альбина Владимирова (145 балл);
«Йăрăс пÿллĕ пике» – технологипе экономика факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Виктория Ефимова (145 балл);
«Тарават пике» – истори, управлени тата право факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕ Алина Петрова (130 балл);
«Сăпайлă пике» – çут çанталăк пĕлĕвĕпе ăслăлăх факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Марина Иванова (127 балл);
«Ăслă пике» – чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕ Елена Гурьева (125 балл);
«Хÿхĕм пике» – физикăпа математика факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕ Мария Максимова (125 балл);
«Çепĕç пике» – ÿнерпе музыка пĕлĕвĕн факультечĕн 2-мĕш курс студентки Ксения Егорова (125 балл);
«Куракансем кăмăлланă пике» номинацие палăртма ятарласа интернет уçлăхĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ВК социаллă сетĕнче сасăлав иртрĕ. Малти вырăна ют чĕлхесен факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Ангелина Ананьева тухма пултарчĕ.



Фото медиацентра Studline