И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» çырчĕ


И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» çырчĕПаян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх педагогика университечĕ чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» вĕренÿ акцине хутшăнчĕ. Диктант çырма пухăннисене аслă шкул ректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Владимир Николаевич Иванов профессор саламларĕ, вĕренÿре, ăслăлăхра, спортра çитĕнÿ тунă студентсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Диктант çырас йĕркепе чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ Татьяна Витальевна Денисова паллаштарчĕ. 2022-мĕш çул пирĕн республикăра Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулнине шутра тытса студентсем паллă ентешĕмĕрсене халалланă сăвăсемпе савăнтарчĕç. Паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ «Уçлăхра – икĕ космонавт» текста Чăваш ен Наци радиовĕн музыка редакторĕ Ирина Лампасова вуларĕ.
Пĕтĕмлетÿ çакнашкал: диктант çырнисен 29 % «5» паллă, 52 % «4» паллă, 19 % «3» паллă илме тивĕç пулчĕ.