«Диалектсем тата вĕсен чĕлхе историне тĕпчес ĕçри пĕлтерĕшĕ» çавра сĕтеле хутшăнма йыхравлатпăр


«Диалектсем тата вĕсен чĕлхе историне тĕпчес ĕçри пĕлтерĕшĕ» çавра сĕтеле  хутшăнма йыхравлатпăрИ.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ 2023-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Диалектсем тата вĕсен чĕлхе историне тĕпчес ĕçри пĕлтерĕшĕ» çавра сĕтел ирттерет. Ăна филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, вырăс чĕлхине тата культурине тĕпчекен центр ертÿçи Алина Давыдовна Ахвандерова доцент 50 çул тултарнине халалланă.
Лару И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш вĕренÿ çуртĕнчи 201-мĕш пулĕмре 14.00 сехетре пуçланать.

Тĕплĕнрех:
Ахвандерова Алина Давыдовна 1973-мĕш çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрмар районне кĕрекен Мăнçырма ялĕнче çуралнă.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче (1992–1997), чăваш чĕлхи кафедри çумĕнчи аспирантурăра (1997–2001) вĕреннĕ. Кунтах «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальноçпа хушма пĕлÿ илнĕ.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 1997-мĕш çултанпа ĕçлет: преподаватель (1997–2001), аслă преподаватель (2001–2005), доцент (2005-мĕш çултан пуçласа), чăваш филологи факультечĕн деканĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ (2003–2005), чăваш филологи факультечĕн деканĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ (2005–2010), историпе филологи факультечĕн деканĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ (2017), чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи (2017–2019), вырăс тата чăваш чĕлхисен кафедрин ертÿçи (2019–2023), вырăс чĕлхине тата культурине тĕпчекен центр ертÿçи (2020-мĕш çултан пуçласа).
Алина Давыдовна студентсене «Тăван чĕлхе», «Стилистикăпа литература редакцийĕ», «Тăван чĕлхе историйĕ», «Авалхи чĕлхесем», «Тăван диалектологи», «Шайлаштаруллă чĕлхе пĕлĕвĕ», «Пĕтĕмĕшле чĕлхе пĕлĕвĕ» предметсене вĕрентет.
Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсен тӗп ҫул-йӗрӗ – чӑваш чӗлхин калаҫӑвӗсенчи глагол формисем.
Наградăсем: И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн хисеп хучĕ (2000, 2002, 2012), Халӑх вӗренӗвӗпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен профсоюзӗн чӑваш рескомĕн хисеп хучĕ (2003), Чăваш наци конгресĕн хисеп хучĕ (2006, 2019), Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин дипломĕ (2013, 2015, 2019), Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин хисеп хучĕ (2016).
Тĕп ĕçсем: Грамматические формы глагола в говорах чувашского языка: монография. – Чебоксары : Чуваш. гос. пед. ун-т, 2010. – 96 с.; Диалектологический словарь чувашского языка. – Чебоксары : Чуваш. гос. пед. ун-т, 2013. – 232 с.; Хальхи чăваш чĕлхи: Лексикологи. Лексикографи. Фразеологи : вĕренÿ пособийĕ. – Шупашкар : Чăваш патш. пед. ун-чĕ, 2013. – 115 с.; .; Хальхи чăваш чĕлхи: глагол : вĕренÿ пособийĕ. – Шупашкар : Чăваш патш. пед. ун-чĕ, 2016. – 132 с.; История родного языка : учебное пособие. – Чебоксары : Чуваш. гос. пед. ун-т, 2017. – 110 с.; 100 ытла ĕç авторĕ.



Программа [419,82 Kb]