«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс…» çавра сĕтел иртрĕ


«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс…» çавра сĕтел иртрĕПуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Елизавета Фёдоровна Васильева доцент çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа «Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс…» çавра сĕтел иртрĕ.

Çавра сĕтел ларăвĕ Елизавета Фёдоровна ĕçĕсен куравне уçнинчен пуçланчĕ. Пуçтарăннисене саламласа истори, филологи, управлени тата право факультечĕн деканĕ Екатерина Ильина юбилярăн педагогика университечĕн кун-çулĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ, унăн пурнăçĕ паянхи студентсемшĕн курăмлă пулнине палăртрĕ. Çавра сĕтел ĕçне педагогика университечĕн вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем, Елизавета Фёдоровнăна çывăх пĕлнĕ ăсчахсем, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Анисса Алексеева доцент, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Алевтина Долгова хутшăнчĕç.


Фото из архива факультета истории, филологии, управления и права


#ЧГПУ #УниверситетЯковлева #ВремяУчитьсяУчитьВдохновлять #ПедвузыРФ