2024 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет


2024 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртетРаççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет.

Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Диктант çырма 2024 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре палăртнă.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Задачисем:
− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант çырас кăмăллисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш вĕренÿ çуртĕнчи 201-мĕш пÿлĕмре кĕтетпĕр.


#ЧГПУ #УниверситетЯковлева #ВремяУчитьсяУчитьВдохновлять #ПедвузыРФ