Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2015


Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2015Раççейри литература, Чăваш Республикинчи К. Иванов çулталăкне, Аслă Çĕнтерĕве тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут аса илтерес, тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарас тĕллевпе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртрĕ. Диктант çырас кăмăллисем И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне йышлăн пухăнчĕç. Вĕсене аслă шкулăн 1-мĕш проректорĕ, физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Валерий Васильевич Алексеев доцент, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Юрий Николаевич Исаев доцент саламласа ăнăçу сунчĕç.