Патшалăх символĕсен кунĕ историпе филологи факультетĕнче


Патшалăх символĕсен кунĕ историпе филологи факультетĕнчеКашни çулах ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çак уява халалласа историпе филологи факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕсемпе Ольга Владимировна Скворцова куратор сехечĕ ирттерчĕç. Студентсем Патшалăх символĕсен йĕркеленĕвĕн историйĕпе паллаштаракан видеоролика пăхса киленчĕç, Чăваш Республикин тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн гимнĕсене итлесе кăмăлĕсене хăпартлантарчĕç, ялавпа гербăн тата гимнăн авторĕсене сума суса вĕсем çинчен ăш-пиллĕн калаçрĕç. Çавăн пекех пуçтарăннисем Патшалăх символĕсен обществăри тата уйрăм çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатрĕç, асăннă уяв кашниншĕнех сумлă кун пулнине палăртрĕç.
Патшалăх символĕсен кунĕ вăл – халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти наци çыннисен пĕр шухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн эпир пурте яваплă пулнине сăнарлакан çутă уяв. Патшалăх символĕсем пирĕн республикăн хăйне евĕрлĕхне, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетеççĕ, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ, пуласлахĕ пирки шухăшлама хистеççĕ.
Патшалăх символĕсене хисеплени – гражданла хастар позицие тата патриотлăха палăртни.