Чĕлхе пĕлĕвне халалланă пурнăç


Чĕлхе пĕлĕвне халалланă пурнăçАка уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш Республикин наука тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мефодий Федорович Чернов профессор çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Çакна халалласа И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри «Чĕлхе пĕлĕвне халалланă пурнăç» çавра сĕтел ирттерчĕ. Унта Т. В. Денисова, Е. А. Андреева, А. Д. Ахвандерова, О. В. Скворцова, Г. Ф. Брусова доцентсем, Н. И. Степанова аслă вĕрентÿçĕ, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ
Ю. М. Артемьев Мефодий Фёдоровича аса илсе унăн кун-çулĕпе, ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлĕпе студентсене паллаштарчĕç.
Çакăнтах хисеплĕ ăсчаха халалланă «Мефодий Фёдорович Чернов. Профессор, академик» кĕнеке хăтлавĕ пулчĕ.

Мефодий Фёдорович Чернов 1930-мĕш çулта Шупашкар районĕнчи Ункăпуç ялĕнче çуралнă. 1952 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкар районĕнчи Ишек вăтам шкулĕнче учитель, Хыркассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта директор пулса ĕçленĕ.
1959-1962 çулсенче пединститутра чăваш чĕлхипе литератури кафедри çумĕнчи аспирантурăра вĕренет. 1963 çулта Мускавра, СССР Наукăсен академийĕн Чĕлхе вĕрентĕвĕн институтĕнче, «Хальхи чăваш чĕлхинчи уйрăм тăран предложени членĕсем» темăпа кандидат диссертацине хÿтĕлет. М. Ф. Чернов – 1962–1964 çулсенче пединститутри чăваш чĕлхипе литератури кафедрин аслă преподавателĕ, 1964–1973 çç. – вырăс чĕлхи кафедрин доценчĕ. 1973 çулта Мефодий Федорович Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи наука тĕпчев институтне ĕçлеме куçать. Кунта вăл чĕлхе уйрăмĕн пуçлăхĕнче, аслă ăслăлăх сотрудникĕнче вăй хурать.
1988 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче М. Ф. Чернов И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне таврăнать. Кунта тĕпчевçĕ 1988–1991çç. чăваш тата вырăс чĕлхисен кафедрин профессорĕ, 1991–1997 çç. чăваш тата вырăс чĕлхисен кафедрин, чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ пулса ĕçлет.
1998 çултан пуçласа мĕн виличченех М. Ф. Чернов И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕнче тăрăшать.
М. Ф. Чернов ăслăлăхра чăваш фразеологийĕпе çыхăннă тĕпчевĕсемпе паллă. Унăн «Фразеология современного чувашского языка» (1985), «Современный чувашский язык. Слово, фразеологизм и свободное сочетание слов» (1988) ĕçĕсем пирĕн çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те пысăк хака тивĕçлĕ пулнă.
1988 çулта тĕпчевçĕ Алма-Атара, Казах ССР Наукăсен академийĕн Чĕлхе вĕрентĕвĕн институтĕнче, «Фразеология современного чувашского языка» темăпа доктор диссертацине ăнăçлă хÿтĕлет.
М. Ф. Чернов хăйĕн тĕпчевĕсенче фразеологизмăн тупсăмне нумай енлĕн те тарăннăн уçса панă, чăваш фразеологийĕн йышне палăртас енĕпе те чылай вăй хунă. Вăл фразеологи теорине лексикографи тата фразеографи практикинче усă курассипе ăнăçлă ĕçленĕ. 1974 çулта унăн «Вырăсла-чăвашла кĕске фразеологи словарĕ», 1982 çулта «Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ» пичетленсе тухнă. 2003 çулта Мефодий Федорович нумай çул хушши пухса йĕркеленĕ материала пĕтĕмлетсе пысăк калăпăшлă «Русско-чувашский фразеологический словарь» кăларнă.
М. Ф. Черновăн наука интересĕсем анлă та нумай енлĕ. Чăваш чĕлхине тĕпче-нин историйĕ, илемлĕ литература чĕлхи, лексикологи тата лексикогрфи – чĕлхе вĕрентĕвĕн çак пайĕсене пурне те тĕпчевçĕ хăйĕн ĕçĕсенче тимлет. Вăл «Современ-ный чувашский литературный язык» (1990) кĕнекери «Лексикологи» тата «Фразеологи» пайĕсен авторĕ.
Мефодий Федорович чăваш синтаксисне тĕпчессипе те нумай ĕçленĕ. Унăн 2003 çулта «Хальхи чăваш чĕлхи. Сăмах майлашăвĕнчи грамматика çыхăнăвĕн мелĕсем», 2005 çулта «Хальхи чăваш литература чĕлхи. Сăмах майлашăвĕн синтаксисĕ» ĕçĕсем пичетленсе тухнă.
Тĕпчевçĕ вĕренÿ программисем, меслетлĕх кăтартăвĕсем хатĕрлес ĕçре те сахал мар вăй хунă, чылай вĕренÿ пособийĕ çырса хатĕрленĕ.
М. Ф. Чернова «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945гг.», «50 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945гг.», «60 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945гг.», «Ветеран труда» медаль-семпе, «Отличник народного просвещения РСФСР» кăкăрлăх паллипе наградăланă.