Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016


Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетне халăх йышлă пухăнчĕ. Вĕсем кунта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцие хутшăнма пуçтарăнчĕç. Çак ĕç-пуçа Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Диктант çырма пухăннисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Дмитрий Ермолаевич Иванов, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Николаевич Исаев саламласа ăнăçу сунчĕç.