Çĕнĕ кĕнекепе паллашрĕç


Çĕнĕ кĕнекепе паллашрĕçРаштавăн 8-мешĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Раççей Федерацийĕн тата Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Сорокинăн «Аттеçĕм Атăл» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.
И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче 1 курсра вĕренекен студентсем хапăл туса хутшăнчĕç уява.
Николай Сорокина саламалас тĕллевпе культурăпа наукăн чылай ĕçченĕ пухăннă, Тутар Республикинчен ансамбль, Вячеслав Вахтеркин юрăç хăйсен юррисемпе саламларĕç çĕнĕ кĕнекен хисеплĕ авторне.
Уява чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пычĕ, «çĕнĕ кĕнеке те ача пек çуралса халăх хушшине саланни» çинчен каланипе пуçларĕ хăй сăмахне поэт. Чăваш халăхĕн чаплă классикĕсем чăнах та сумлă, пархатарă хайлавсем калăпласа хăварнине палăртрĕ вăл, çапах та паянхи кун пурăнакан халăх, малашлăх пирки шухăшласа çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем курма, çырма кирлĕ пулнине палăртрĕ. «Аттеçĕм Атăл» кĕнеке кун çути курни пысăк кĕтрет пулнине Валери Туркайпа килĕшсе культура министрĕн çумĕ Вячеслав Николаевич Оринов та палăртса хăварчĕ.
«Аттеçĕм Атăл» кĕнеке пуçласа «Вечная Волга» ятпа кун çути курнă. Романа вуласа тухса хавхаланнă чăваш халăх культура ĕçченĕсем кăшт каярах кĕнекене чăвашла куçарса кăларас шут тытнă. Çапла вара, Римма Прокопьева журналист, писатель, чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементерпе Валери Туркай тăрăшнипе кĕнеке чăвашла икĕ томпа виçĕ кĕнекеллĕ пичетленсе тухнă.
И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн студенчĕсем презентаци питĕ килĕшнине, паллă поэтсемпе писательсем хушшинче пулса вĕсен хăвачĕпе хавхаланнине палăртса хăварчĕç.