Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ


Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕКашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур: вырăссен – вырăс чĕлхи, чăваш халăхĕн вара – чăваш чĕлхи. Ку чĕлхепе калаçакансем – чăвашсем – Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенче, Самар, Чĕмпĕр, Сарăту, Пенза, Ăренпур облаçĕсенче тата Çĕпĕрте пурăнаççĕ. Çак чĕлхе пуррипе, çав чĕлхепе калаçнипе хамăра чăваш тесе калатпăр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли.Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать.
Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр.
Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр пурăнма, ĕмĕт-тĕллевсем патне çитсех пыма юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Хĕл кунĕ пек çирĕп, çу кунĕ пек ăшă, кĕр кунĕ пек пуян, çур кунĕ пек ялан хитре пулăр.