Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018


Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018Чăваш чĕлхи кунне халалласа И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.
Вăл 2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш вĕренÿ çурчĕн 201-мĕш пÿлĕмĕнче 13.00 сехетре пуçланать. Пурне те йыхравлатпăр.