Пирĕн университет - «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» тĕп лапамĕ


Пирĕн университет - «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» тĕп лапамĕЧăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевпе çулсерен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртет. Кăçал та, иртнĕ çулсенчи пекех, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çак акцие ирттермелли тĕп лапам шутланать.
Диктант çырас кăмăллисене пурне те ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш вĕренÿ çуртĕнчи 201-мĕш пÿлĕмре 13.00 сехетре кĕтетпĕр.