Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ − Чăваш чĕлхи кунĕ


Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ − Чăваш чĕлхи кунĕАка уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци палли, унăн иксĕлми пуянлăхĕ пулса тăрать.
Тăван чĕлхепе усă курса эпир пĕлÿ пухатпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, кăмăл-туйăма палăртатпăр. Тăван чĕлхе пурне те тăванлăх, пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.
Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр пурăнма, ĕмĕт-тĕллевсем патне çитме юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Хĕл кунĕ пек çирĕп, çу кунĕ пек ăшă, кĕр кунĕ пек пуян, çур кунĕ пек ялан хитре пулăр.