Чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишшине халалланă уяв иртрĕ


Чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишшине халалланă уяв иртрĕЧÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Чăвашсен Аслă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа «ХАЛĂХĂМĂРĂН МУХТАВĔ. ВИЛĔМСĔР ЙЫХРАВÇĂ» ятпа литература каçĕ иртрĕ. Вăл Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай чечекĕ» ансамбль юрри-ташшипе пуçланчĕ. Уява уçнă май Денисова Т. В. пухăннисене И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Иванов В.Н. ячĕпе саламларĕ, Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕн вĕрентÿ ĕçĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ. Уява хутшăнакансене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Исаев Ю.Н., Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, чăваш филологийĕн факультетне нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Мефодьев А.И., Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров ăнăçу сунчĕç. Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕн тĕп енĕсемпе студентсене филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Артемьев Ю.М., Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи Андреева А.В., чăваш поэчĕсем Юрий Сементер, Василий Кервен паллаштарчĕç. Уявра Çеçпĕл Мишшин сăввисем чăвашла, вырăсла, пушкăртла, тутарла, узбекла, туркменла, акăлчанла янăрарĕç.

Чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишшине халалланă уяв иртрĕЧăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишшине халалланă уяв иртрĕЧăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишшине халалланă уяв иртрĕЧăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишшине халалланă уяв иртрĕЧăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишшине халалланă уяв иртрĕ





Фото из архива ФЧиРФ