Чăваш пики – 2020 |
![]() Конкурса хутшăнма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕрлĕ факультетра вĕренекен чăваш хĕрĕсене йыхравлатпăр. Пикесене жюри членĕсем пур енлĕн хакласа вĕсенчен чи ăслине, чи пултаруллине, чи илемлине суйласа илĕç. Хакланă чухне пултарулăха, чăвашлăх туйăмĕ пуррипе çуккине тĕпе хурĕç, сцена культури, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, сăпайлăх, илемлĕх, тавра курăм – чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтартма пĕлнине шута илĕç. Конкурс пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 14.00 сехетре ЧППУн тĕп корпусĕнчи акт залĕнче иртет. Пурне те ырă сунса кĕтетпĕр!!! Фото (медиацентр ЧГПУ Sтудлайн) |