И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки – «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци сăн-сăпачĕ


И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки – «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци сăн-сăпачĕ Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци иртет. Унăн сăн-сăпачĕ пулма кăçал чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн студенткине Силерова Екатерина çирĕплетнĕ. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна хутшăннă, волонтёрсен тата çамрăксен пĕрлешĕвĕсенче тăнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрсен те тĕрлĕ енлĕ ĕçе хастар хутшăннă. Вĕсенчен чи паллăраххисем çаксем:
– «Вăрмар пики-2018» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă тата «Вăрмар пики-2018» ята илме тивĕçлĕ пулнă.
– Шупашкарта иртнĕ «Раççей чăваш пики-2018» конкурса хутшăннă.
– Культура эткерлĕхĕн, экологи тата пурнăç хăрушсăрлăхăн ыйтăвĕсемпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «ЮНЕКО» çамрăксен форумĕнче 1-мĕш степеньлĕ диплома тата «Студентсен чи лайăх ăслăлăх ĕçĕ» медале тивĕçлĕ пулнă;
– «Хăрушсăрлăхпа право йĕркин хуралĕнче» («На страже безопасности и правопорядка»), «Проба пера», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Çĕнĕ хум» тата ытти литература конкурсĕсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем шутне кĕнĕ.