Чăваш чĕлхи олимпиадин пĕтĕмлетĕвĕсем


Чăваш чĕлхи олимпиадин пĕтĕмлетĕвĕсемАка уйăхĕн 17-22-мĕшĕсенче вырăс тата чăваш чĕлхисен кафедри студентсем хушшинче Чăваш чĕлхи кунне халалланă олимпиада ирттерчĕ. Унта чăваш тата вырăс филологийĕн, психологипе педагогика факультечĕн студенчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчесе, «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» темăпа эссе çырса тата вырăсла панă сыпăка чăвашла куçарса кăтартрĕç. Çĕнтерÿçĕ Ятманова А. пулчĕ, призерсем йышне çак студентсем лекрĕç: Самарина И., Гурьева А., Кириллова С., Силерова Е., Львова Н., Павленкова А., Афанасьева Т., Иванова Т., Налимова Е., Николаева М.