Çĕнĕ ятсем уçрăмăр, çĕнтерӳçĕсене палăртрăмăр


Çĕнĕ ятсем уçрăмăр, çĕнтерӳçĕсене палăртрăмăрЧăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки И. Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетрĕç.
Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутарстан Республикисен тата Чĕмпĕр облаçĕн шкул ачийĕсемпе çамрăкĕсенчен çĕр ытла хайлав килчĕ. Жюри конкурса килнĕ хайлавсене тимлĕ вуласа тухнă хыççăн пултаруллă шкул ачисемпе студентсене тупрĕ, çĕнĕ ятсем уçрĕ, 43 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ.
Хисеплĕ çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем тата илемлĕ сăмахлăх ăсталăхне аталантарма пулăшакан вĕрентекенсем! Сире çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тĕп корпусĕнчи акт залĕнче 12 сехетре пуçланакан конкурс чыславне чĕнетпĕр. Уява пурне те чăвашла тумланса килме сĕнетпĕр.
Конкурса хутшăннă шкул ачисемпе студентсене çу уйăхĕн 17-мĕшĕ хыççăн Чăваш наци конгресне сертификат кĕрсе илме ыйтатпăр.

«Çĕнĕ хум» конкурс çĕнтерÿçисемпе призёрĕсем [19,36 Kb]