«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» иртрĕ


«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023»  иртрĕАка уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» вĕренÿ акцийĕн лапамĕ ĕçлерĕ. Диктант çырма пухăннисене аслă шкул ректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Владимир Николаевич Иванов профессор саламларĕ. Диктант çырас йĕркепе вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертÿçи Татьяна Денисова паллаштарчĕ. Чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ, Чăваш Республикин халăх çыравҫи, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Юхма Мишши çырнисем тăрăх йĕркеленĕ текста Чăваш патшалăх телерадиокомпаниĕн корреспонденчĕ, Чăваш наци конгресĕн çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн ертÿçи Алексей Енейкин вуларĕ.
Пĕтĕмлетÿ çакнашкал: диктант çырнисен 20 % «5» паллă, 42 % «4» паллă, 38 % «3» паллă илме тивĕç пулчĕ.


Пĕтĕмлетÿ, таблица [18,4 Kb]


Фото медиацентра Studline

#ГодПедагогаНаставника #ГПН_2023 #ПедвузыРФ