«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» иртрĕ


«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024»  иртрĕАка уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» вĕренÿ акцийĕн лапамĕ ĕçлерĕ. Диктант çырма пухăннисене аслă шкул ректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Игорь Кожанов, чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен Чăваш наци конгресĕ çумĕнче ĕçлекен Ассоциацийĕн ертÿçи Геронтий Никифоров саламларĕç. Диктант çырас йĕркепе вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертÿçи Татьяна Денисова паллаштарчĕ. Чăваш çыравçи Çемен Элкер çырни тăрăх йĕркеленĕ текста Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Сергей Никитин вуларĕ.

Пĕтĕмлетÿ çакнашкал: диктант çырнисен 38 % «5» паллă, 29 % «4» паллă, 40 % «3» паллă илме тивĕç пулчĕ.


Пĕтĕмлетÿ таблица [18,26 Kb]



Фото медиацентра Studline



#ЧГПУ #УниверситетЯковлева #ПедвузыРФ