«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» иртрĕ


«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» иртрĕАка уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» лапамĕ ĕçлерĕ. Ăна Чăваш чĕлхи кунне халалласа И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерчĕ. 5-мĕш вĕренÿ çуртне халăх йышлă пухăнчĕ. Кăçал диктант тексчӗ валли чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнисенчен суйласа илнĕ. Ăна «Россия 1» каналăн информаци программисен службин пуçлăх çумĕ Тимофеев Владимир Валерианович вуларĕ.

Результаты [24,67 Kb]