Министерство просвещения Российской Федерации
Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ĕҫ министертстви
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Технопарк универсальных педагогических компетенций «Учитель будущего поколения России»

Доступная среда: Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Национальный проект «Наука и университеты»

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Контакты/Телефонный справочник Реквизиты ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Брендбук ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Архив баннеров Часто задаваемые вопросы Анкета обратной связи
Министерство просвещения Российской Федерации

объясняем.рф

Технопарк Министерство просвещения Российской Федерации

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ





Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Ноябрь 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
» Архивы
Ноябрь 2024 (57)
Октябрь 2024 (81)
Сентябрь 2024 (71)
Август 2024 (45)
Июль 2024 (38)
Июнь 2024 (55)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 22-21-47
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-28-85
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение

Главная страница » Об университете (на чувашском)
Об университете (на чувашском)

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çинчен пĕтĕмĕшле калакан сведенисем

 

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ 1930-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçăлнă. Уçăлнăранпа вара Аслă шкул 52 пин ытла специалист хатĕрлесе çитернĕ.

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ – хальхи саманапа килĕшÿллĕ пыракан аслă шкул, регионăн экономика отраслĕн никĕсне тивĕçтерекен компетентлă кадрсене тĕллевлĕ хатĕрлекен регионаллă инноваци аталанăвĕн центрĕ.

Хальхи вăхăтра кадрсене хатĕрлесси 129 тĕп вĕрентÿ программипе 10 пĕр тĕллевлĕ ушкăн шалашĕнче пулса пырать. Пахалăхлă вĕрентÿпе 249 пысăк квалификациллĕ специалист тивĕçтереççĕ, вĕсенчен 34-шĕ ăслăлăх докторĕ, профессор, 193-шĕ ăслăлăх кандидачĕ, доцент.

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ – Раççей Федерацийĕн ăслăлăх тата аслă пĕлÿ министерстви ирттерекен мониторинг пĕтĕмлетĕвĕн çичĕ кăтартăвне те пурнăçлама пултарнă эффективлă аслă шкул.

Хальхи вăхăтра ЧППУра 5500 ытла студент аслă пĕлÿ пухать. 249 штатлă вĕрентекен вăй хурать, вĕсенчен 227 вĕрентекенĕ ăслăлăх степенĕпе ăслăлăх ятне тивĕçнĕ, çак шутра 34 ăслăлăх докторĕ, профессор, 193 ăслăлăх кандидачĕ, доцент. Вĕрентÿ ĕçне 10 факультет (физикăпа математика факультечĕ, ют чĕлхесен факультечĕ, ÿнерпе музыка факультечĕ, психологипе педагогика факультечĕ, çут çанталăкпа ăслăлăх вĕрентĕвĕн факультечĕ, шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психологийĕн факультечĕ, чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ, технологипе экономика факультечĕ, истори, управлени тата право факультечĕ, физкультура факультечĕ) йĕркелесе пырать. Университетра 3 ăслăлăх шкулĕ тата 16 ăслăлăхпа педагогика шкулĕ ĕçлет. Аслă шкулăмăрăн 6 вĕренÿ корпусĕ, 3 общежити, «Ĕмĕт / Мечта» санатори-профилактори, бассейн, агробиологи станцийĕ,  5 музей, пуян ăслăлăх вулавăшĕ. Юлашки çулсенче университетра хушма пĕлÿ илесси аталанса кайрĕ. Хальхи вăхăтра аслă шкулта хушма пĕлÿ илессипе çыхăннă пилĕк программа ĕçлет.

Вĕрентекенсем Раççейĕн, çывăх тата инçет чикĕ леш енчи çĕршывсен  тĕп ăслăлăх центрĕсемпе тата вĕренÿ организацийĕсемпе çирĕп çыхăну тытаççĕ.

Университетăмăрта хальхи вăхăтра физикăпа математика ăслăлăхĕсен доктор тата кандидат диссертацине хÿтĕлеме май паракан икĕ совет ĕçлет. Аслă шкул ача-пăча Академийĕ, чăваш чĕлхин Академийĕ, элитарлă филологи вĕрентĕвĕн Центрĕ, визуаллă антропологи Центрĕ, ăслăлăхпа вĕрентÿ производство центрĕ, педагогика кадрĕсен ирĕклĕ сертификацийĕн Центрĕ тата ыттисем те пуррипе палăрса тăрать.

Бакалаврсене хатĕрлес ĕçре сапăрлăх ыйтăвĕсене туллин пурнăçласси пысăк вырăн йышăнать. Студентсене сапăрлăх енчен аталанма пулăшасси аслă шкулăмăрăн ученăйĕсем хатĕрленĕ Концепципе тата программăпа килĕшÿллĕ пулса пырать.

Университетра пысăк пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрленине çулсерен вĕренсе пĕтерекенсенчен 20 ытла проценчĕ алла хĕрлĕ диплом илме тивĕçлĕ пулни, 90 процент ытла çамрăк специалист ĕç вырăнĕ тупма пултарни тата вĕсенчен ытларахăшĕ вĕрентÿ ĕçне кăмăллани  те аван çирĕплетсе парать.

Факультетсемпе кафедрăсене ăслăлăх степенĕллĕ тата ăслăлăх ячĕллĕ вĕрентекенсем ертсе пыраççĕ.

 

Университет сайчĕ: http://www.chgpu.edu.ru.

Адрес: 428000, Чăваш Республики, Шупашкар хули, К. Маркс урамĕ, 38-мĕш çурт.

 

Владимир Николаевич Иванов ректор

 

Иванов Владимир Николаевич Чăваш АССРĕнчи Етĕрне районне кĕрекен Элешкушкăнь ялĕнче 1957 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă.

1978-мĕш çулта вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ, «Физика» специальнăçне алла илнĕ, вăтам шкулта ĕçлекен физика учителĕ пулса тăнă. 

Аслă шкул хыççăн малтан Етĕрне районĕнчи Килтĕшри сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ. 1981-мĕш çултан пуçласа, Етĕрне салинчи вăтам шкул директорĕнче  тăрăшнă.

1988-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче  ăна  Етĕрне райсовет ĕçтăвкомĕн РОНО пуçлăхне лартнă. 1991-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа 2002-мĕш çулччен Етĕрнери наци гимназийĕнче ăслăлăх тата ăслăлăхпа меслетлĕх енĕпе ĕçлекен директор  çумĕ пулса вăй хунă.

2002-мĕш çултан пуçласа Владимир Николаевич  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăна вĕрентес меслетлĕх кафедрин профессорĕ,  2009-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнчен теорилле тата экспериментла физикăн кафедрин профессорĕ. 

2011-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче В.Н. Иванова Чăваш Республикин Перезиденчĕн Указĕпе Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрне лартаççĕ. 2016-мĕш çулхи çу уйăхĕнче ăна федерацин аслă професси пĕлевĕ паракан патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕн «И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн» ректор тивĕçĕсене пурнăçласа пыма палăртаççĕ. 2017-мĕш çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнчен  пуçласа паянхи кунччен Владимир Николаевич   федерацин аслă професси пĕлевĕ паракан патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕн «И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн» ректорĕ пулса вăй хурать.

Владимир Николаевич педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор.

            1995-мĕш çулта  вăл «Гимнази-интернатри ăслă та пултаруллă ял ачисене вĕрентессин тата пăхса ÿстерессин хăй евĕрлĕхĕ» («Индивидуализация обучения и воспитания способных и одаренных сельских учащихся в гимназии-интернате») темăпа кандидат диссертацийĕне хÿтĕленĕ.

            1999-мĕш çулта «Наци вĕрентĕвĕн системинчи элитарлă шкул: йĕркеленÿ, аталану, малашлăха ăнкарни» («Элитарная школа в национальной системе образования: становление, развитие, прогнозирование») темăпа доктор диссертацийĕне ăнăçлă хÿтĕленĕ. 

            В.Н. Ивановăн ăслăлăх лаççи вĕрентÿпе сапăрлăх ĕçĕсене хăй евĕрлетессипе тата аслă шкулпа вăтам шкул хушшинчи хутшăнăва çирĕплетессипе çыхăннă. Унăн чылай тĕпчевĕ элитарлă вĕрентĕвĕн педагогикин, этнопедагогика, вĕрентÿпе проект ĕçĕсене ертсе пырас, физика урокĕсенче информаципе коммуникаци технологийĕсене усă курас, вĕрентекенсене икĕ шайлă вĕрентÿ системи ыйтнипе килĕшÿллĕ хатĕрлес ыйтусене çутатса парать. Вăл 80 ытла ăçлăлăх ĕçĕн, вăл шутра 5 монографин, авторĕ.

Иванов В.Н. – «И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вестникĕ»  ăслăлăх журналĕн тĕп редакторĕ.

            Иванов В.Н. çакăн йышши тĕрлĕ программăна, проекта, конкурса хутшăннă:

            - «Чăваш Республикинчи  вĕренÿ ĕçĕ» çинчен калакан законăн проектне хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлекен авторсен коллективĕн ушкăнĕнче (1990-1991 çç.);

            - Раççей Федерацийĕн вĕренÿ министерствин тата Пĕтĕм тĕнчери «Культура пуçарулăхĕ» фондăн «Раççейри гуманитари вĕренĕвне çĕнетесси» программинче («Гимнази-интернатри пултаруллă ачасене вĕрентесси тата аталантарасси» проектăн авторĕ, 1993-1995 çç.);

            - «Лидер» проектра (1998-мĕш çултанпа Федераллă эксперименлă площадка статуслă, проект авторĕ тата  ăслăлăх ертÿçи, халăхсем хушшинчи « 2000-мĕш çулхи шкул» выставкăра медале тивĕçнĕ);

            - Раççейри вĕренÿ модернизацийĕн федераллă программи: «ЕГЭ» экспериментра (физикăпа çырнă ĕçсене тĕрĕслесси, 2002-2004 çç.);

            - «Пĕрлĕхлĕ вĕренÿпе информаци серепин аталанăвĕ» ятлă федераллă тĕллевлĕ программăра (эксперт, 2004 ç.).

            Владимир Николаевич РСФСРăн çутĕç Министерствин Хисеп хутне (1987 ç.), «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята (1998 ç.), К.Д. Ушинский медальне (2003 ç.), «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята (2014 г.), «Чăваш Республики умĕнчи çитĕнÿсем» орден медальне (2016 ç.) тивĕçнĕ.

РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство науки и высшего образования Российской Федерации  Министерство просвещения Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики

Министерство просвещения Российской Федерации