Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе
«Чăваш пики – 2021» («Чувашская красавица – 2021») ăмăрту йĕркелесе ирттерчĕ. Конкурса хутшăнакансен кăмăлне çĕклеме, вĕсене хавхалантарма ЧППУри сапăрлăх тата социаллă ĕç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен проректор
Ольга Михайловна Лукичева хапăл турĕ. Чăваш тата вырăс филологийĕн деканĕ
Татьяна Витальевна Денисова пикесене ăнăçу сунчĕ.
Конкурса тĕрлĕ факультетра вĕренекен 8 пике хутшăнчĕ. Хÿхĕм те илĕртÿллĕ чăваш хĕрĕсем куракансене чăваш чĕлхине, культурине тата унăн историне пĕлнипе тыткăнларĕç.
Хĕр-упраçсен пултарулăхне чăвашсен культурăпа ÿнерĕн паллă ĕçченĕсем – И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн сапăрлăх тата социаллă ĕç пайĕн пуçлăхĕ – Ольга Валериановна Мешкова, Чăваш пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ – Юрий Михайлович Филиппов; хореограф, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, çамрăксен «Чĕкеç» фольклор ушкăнне ертсе пыраканĕ – Галина Владимировна Игнатьева, регион шайĕнчи «Кĕмĕл сасă – 2004» конкурсăн çĕнтерÿçи, чăваш эстрада юрăçи – Полина Борисова тата чăваш блогерĕ, видеограф, «Чăваш ТВ» интернет-канала йĕркелекенĕ, «Чăваш ен çинчен çырса тата каласа паратăп» ятлă çамрăксен медиапроекчĕн çĕнтерÿçи – Константин Доброхотов – пур енлĕн пахаласа вĕсенчен чи ăслине, чи пултаруллине, чи илемлине суйласа илчĕç.
Тупăшура
«Чăваш пики – 2021» ята чăваш тата вырăс филологи факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕ
Кристина Данилова (123 балл) тивĕçрĕ,
«Вице-Чăваш пики – 2021» – шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психологи факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕ
Кристина Боброва (120 балл) пулчĕ.
Экспертсем пикесене пур енлĕн хакласа вĕсене тĕрлĕ номинаципе палăртрĕç:
«Ăслă пике» – историпе управлени тата право факультечĕн 1-мĕш курс студентки
Анастасия Константинова (119 балл);
«Çепĕç пике» – ÿнерпе музыка пĕлĕвĕн факультечĕн 2-мĕш курс студентки
Инна Ермолаева (108 балл);
«Сăпайлă пике» ют чĕлхесен факультечĕн 4-мĕш курс студентки
Анастасия Шерстякова (106 балл);
«Пултаруллă пике» – çут çанталăк пĕлĕвĕпе ăслăлăх факультечĕн 2-мĕш курс студентки
Александра Кириллова (104 балл);
«Хÿхĕм пике» – педагогикăпа психологи факультечĕн 2-мĕш курс студентки –
Кристина Васильева (95 балл);
«Куракансем кăмăлланă пике» – технологипе экономика факультечĕн 2-мĕш курс студентки
Елена Афанасьева (94 балл).
Фото из архива ФЧиРФ