Раççейри литература çулталăкне, Аслă Çĕнтерĕве тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ,
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ тата Чăваш наци телевиденийĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл
2015 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 5-мĕш вĕренÿ çуртĕнчи 201-мĕш пÿлĕмре 13.00 сехетре пуçланать. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут аса илтересси, тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарасси.
Акцин тĕп задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
Диктант текстне
Леонид Маяксем паллă чăваш çыравçин хайлавĕнчен илнĕ.
Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.
1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (www.ntrk21.ru) тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://.chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dic-tant.2015@yandex.ru
2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201 тата 400 аудиторисем), Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, пуху залĕ тата 215 аудитори) тата Н. В. Никольский ячĕллĕ Шукпашкарти педагогика колледжĕнче ( 14, 17, 20 аудиторисем) 13.00 сехетре пуçланать.
Диктант çырма кăмăл тунисен заявка dictant.2015@yandex.ru ярса памалла.
Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 14.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 215 аудитори) ирттереççĕ.
Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искус-ство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.
Телефонсем: 8(8352)45-07-87 (Петров Л.П.),
8(8352)45-02-58 (Кузнецов А.В.).«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://.chgign.ru адреспа тупма пулать.
Заявка [28 Kb]