И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, чăваш литературин пултарулллă тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Иванович Мефодьев тăван литература ыйтăвĕсене тĕпчесе шкул тата аслă шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем валли нумай кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Вĕсемпе паллаштарас тĕллевпе тĕпчевçĕ ĕçлекен университет, факультет тата кафедра Наци библиотекипе пĕрле кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче 14.00 сехетре кĕнекесен хăтлавне ирттерет.
Мефодьев Александр Ивановичăн тĕпчев ĕçĕсем нумай енлĕ: вăл чăваш литературин историне, унăн аталанăвĕн хăйне евĕрлĕхне сăнать, уйрăм çыравçăсен пултарулăхне тишкерет. Хăй чăннипех те пултаруллă наука ĕçченĕ пулнине Мефодьев А.И. паллă чăваш çыравçин Алексей Филиппович Талвир пултарулăхне тĕпчесе çирĕплетсе пачĕ, 1996 çулта «Алексей Талвир пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен» ăслăлăх кĕнеки пичетлесе кăларчĕ. Александр Ивановичăн пурнăç çулĕ пархатарлă та сумлă. Пурнăç тăрăшшĕнче тĕрлĕ çĕрте вăй хума тивнĕ ăсчахăмăрăн. Культура ĕçченĕ те, хаçатçă та, парти тытăмĕн çынни те, вĕрентÿçĕ те, ăслăлăх ĕçченĕ те, илемлĕ фильмсен тексчĕсен куçаруçи те. Вĕсенчен пĕрне тепринчен уйăрса ĕçлемен вăл. Кунта çакна палăртма кăмăллă: Александр Иванович пултаруллă тавра пĕлÿçĕ те. Вăл тăрăшнипех 2006 тата 2010 çулсенче икĕ томран тăракан «Патăрьел энциклопедийĕ» кун çути курчĕ.
Александр Иванович ăсчахăн чăваш литература критикинчи тепĕр паллă пулăмĕ вăл - чăваш ача-пăча литературине тĕпчесе çырнă ăслăлăх ĕçĕсем. 2008 çулта ăсчах «Чувашская детская литература: истоки, возникновение, формирование» монографи пичетлесе кăларчĕ. Тĕпчевçĕ яланах пикеннĕ ĕçе вĕçне çитерме пултарнипе палăрнă. Чăваш ача-пăча литературин пуян та кăсăклă историне тĕплĕн те паянхи ăслăлăхри çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса 2010 çулта унăн «Чăваш ача-пăча литератури: 20-30-мĕш çулсем» вĕренÿ пособийĕ, 2011 çулта «Чăваш ача-пăча литератури: 40-50-мĕш çулсем» черетлĕ монографийĕ студентсемпе вĕрентекенсем патне çитрĕ. 2013 çулта ХХ ĕмĕрĕн 60-80 çулĕсенчи ача-пăча хайлавĕсен хăй евĕрлĕхне тĕпчесе хак пачĕ, «Чăваш ача-пăча литератури: 60-80-мĕш çулсем» тĕпчевĕ кун çути курчĕ.
Александр Иванович яланах пикеннĕ ĕçе вĕçне çитерме ăнтăлнипе, пултарнипе уйрăлса тăнине палăртрăмăр çÿлерех. 2015 çулта вулакансем патне çитнĕ «Чăваш ача-пăча литератури: хальхи тапхăр» монографи - çичĕ çул хушшинче кăларнă тăваттăмĕш монографи. Унта ача-пăча литературин тĕпчевçи ку чухнехи çыравçăсен хайлавĕсене хак панă. Çак пилĕк кĕнекере Мефодьев чăваш ача-пăча литератури аталанăвĕн пур тапхăрне те тĕплĕн тишкернĕ, хакланă, çыравçăсен ăсталăх çул-йĕрне сăнанă. Ку вăл чăннипех те калама çук пысăк, чăваш литературоведенийĕшĕн çеç мар, Атăл тăрăхĕнчи тăванла халăхсемшĕн те паха тĕпчев. Тĕпчевçĕ литература хайлавĕсенчи чăваш ачин сăнарне чылай чухне кÿршĕ халăх çыравçисен илемлĕ сăнарĕсемпе те танлаштаруллă тишкерет. Кун пек туни тĕпчевçе тĕнче тата Раççей хал́ăхĕсен литературин пĕтĕмĕшле сăн-сăпатне ăнкарма май парать.