Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетчĕн историпе филологи факультетĕнче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, педуниверситетăн чăваш чĕлхипе литератури кафедринче чылай çул тăрăшнă, студентсене чĕлхе пĕлĕвне вĕрентнĕ Анатолий Ермолаевич Горшков 85 çул çитнине халалланă «Пуплев тирпейĕпе этикечĕ: хальхи тăрăм» çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтеле хутшăнма кăмăл тунă вĕрентекенсемпе ăсчахсен контингенчĕ анлă пулнине кура ăна регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ теме те май пур. Паллă чĕлхеçĕ, пултаруллă педагог, общество тата наука ĕçченне халалланă çавра сĕтеле хутшăнма кăмăл туса республика тулашĕнчен, уйрăмах, Тутар Республикинчен вĕрентекенсем чылай заявка тăратрĕç. Çĕпрел, Пăва, Теччĕ районĕсенчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине çамрăк ăрăва вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарма кăмăл турĕç.
Çавра сĕтеле кафедра ертÿçи Татьяна Витальевна Денисова доцент уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Анатолий Ермолаевич асăмне йеркеленĕ конференцинче ытларах унăн ĕçĕсен паха енĕсем, вăл тунă тĕпчевсемпе шкул, аслă шкул вĕрентекенĕсем кулленхи ĕçре еплерех усă курни çинче чарăнса тăчĕç, А.Е. Горшковăн чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнче пуплев культурине йĕркелес, аталантарас ĕçри тÿпине палăртрĕç. Çавăн пекех çавра сĕтел вăхăтĕнче кафедра ĕçченĕсем калăпланă «Чăваш чĕлхи тĕпчевçи Анатолий Ермолаевич Горшков» биобиблиографи справочникне те пахаларĕç.
Анатолий Ермолаевич Горшковпа çума-çумăн ĕçленĕ Л.П. Сергеев, А.И. Мефодьев, В.И. Игнатьева аса илĕвĕсене итлеме кăмăллă пулчĕ. Ытти вĕрентекенсен доклачĕсене те çавра сĕтеле пуçтарăннисем тимлесех итлерĕç, уйрăмах, студентсем паллă пуплев ăстин çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕç. Çавра сĕтеле шкул вĕрентекенĕсем чылаййăн хутшăнчĕç терĕмĕр, Анатолий Ермолаевич 1998-2003 çулсенче вĕрентнĕ Татьяна Алексеевна Соколова (Николаева) ĕнерхи студентка чылай çул ĕнтĕ Шупашкарти 43-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Татьяна Алексеевна студентсем ăслăлăх ĕçне çырнă чухне пултаруллă тĕпчевçĕ тимлĕ пулнине, вĕренекене май килнĕ таран туллин пулăшса пыма тăрăшнине асăнчĕ, паянхи кун та вĕренÿ ĕçĕнче унăн тĕпчев ĕçĕсенчи шухăшсемпе анлă усă курнине палăртрĕ.
Муркаш çĕрĕнчен тухнă паллă чăваш тĕпчевçин еткерĕпе паллаштаракан куравпа та паллашма пултарчĕç çавра сĕтеле пухăннисем, ăна педуниверситетăн ăслăлăх вулавăшĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ.
Н. Осипов,
чăваш чĕлхие литертури кафедрин доценчĕ