«Яковлев вулавĕсем» пĕрлештерчĕç
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрине мăн асаттемĕрсен сăваплă эткерне тивĕçлĕн упраса тата аталантарса пыракан Анат Камăри 34-мĕш номерлĕ интернат-гимназипе ĕçлĕ çыхăнусем пĕрлештерсе тăраççĕ. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче унта И.Я. Яковлева халалласа «Яковлев вулавĕсем» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ О.В. Скворцова хамăр университетри çĕнĕ чăваш тата вырăс филологи факультечĕ ячĕпе пурне те саламларĕ, тутар çĕрĕнчи пултаруллă чăваш ачисен ĕçне эксперт пулса пахаларĕ. Конференци программи пуян та кăсăклă пулни курăнчĕ. Чи малтанах интернат-гимназире вăй хуракан вĕрентекенсем çĕнĕ вĕренÿ стандартне пăхăнса йĕркеленĕ уçă уроксем пачĕç, унтан çавра сĕтеле пухăннисем пĕтĕмĕшле вĕренÿ системинчи тăван чĕлхе вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç. Тухса калаçакансен сăмахĕсем пурне те тыткăнлама пултарчĕç. Тутар Республикин вĕренÿ министерствин наци пĕлĕвĕн пайĕн аслă консультанчĕ Л.А. Гайфуллина Тутарстанра тăван чĕлхесене вĕрентес ĕçе еплерех йĕркелени çинчен каласа пачĕ. Тутарстанри вĕренÿ институчĕн тутар чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Р. Р. Шамсутдинова билингвизм аталаннă вăхăтра тăван чĕлхе хăвачĕн пĕлтерĕшĕ мĕнлерех пулни пирки пĕлтерчĕ. Вĕрентекенсемшĕн Чăваш Республикинчи вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕн А.С. Егорован доклачĕ те интереслĕ пулчĕ. Вăл Патшалăхăн çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхине вĕрентмелли майсемпе мелсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ О.В. Скворцова ачасене литература урокĕсенче тăван халăхăн культурăпа чĕлхе уçлăхĕн анлăшĕпе усă курмалли тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ, Г.Н. Волковăн шкул программине кĕртсе панă хайлавĕсемпе ĕçлемелли çул-йĕре ăнлантарчĕ. Анат Камăри интернат-гимназин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Н.В. Амирханова хăйсен кулленхи пурнăçне куç умне кăларса тăратма пулăшрĕ. Юлашкинчен учительсем сăмах илчĕç. Вĕсен чунне хумхантаракан ыйтусем чылай пулни тÿрех палăрчĕ. Тутарстан тăрăхĕнчи ентешсем ача сачĕсенче вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем вĕсем патĕнче çуккишĕн, педагогсене квалификаци ÿстерме Шупашкара кайма ирĕк паманшăн, çĕнĕ стандарта шута илсе кăларнă вĕренÿ кĕнекисене халĕ те алла илсе тытса курайманшăн хурланнине систерчĕç. Конференци вĕçĕнче интернат-гимнази директорĕ Г.А. Ляхова пурне те ăшшăн тав турĕ, ăнаçусем сунчĕ, çакăн пек тĕл пулусен усси пысăк пулнине çирĕплетрĕ, малашнехи çыхăнусене тата та вăйлатмаллине палăртса хăварчĕ.
|
|