Министерство просвещения Российской Федерации
Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ĕҫ министертстви
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Технопарк универсальных педагогических компетенций «Учитель будущего поколения России»

Доступная среда: Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Национальный проект «Наука и университеты»

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Контакты/Телефонный справочник Реквизиты ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Брендбук ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Архив баннеров Часто задаваемые вопросы Анкета обратной связи
Министерство просвещения Российской Федерации

объясняем.рф

Технопарк Министерство просвещения Российской Федерации

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ





Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
» Архивы
Апрель 2024 (96)
Март 2024 (103)
Февраль 2024 (73)
Январь 2024 (43)
Декабрь 2023 (55)
Ноябрь 2023 (104)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 22-21-47
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-28-85
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение

Главная страница » Новости » Чăвашлăх вучахĕн вăйлăрах çунма майĕ нумайланчĕ
Чăвашлăх вучахĕн вăйлăрах çунма майĕ нумайланчĕ
Дата: 7 апреля 2017, 08:18 | Категория: Новости | Просмотры: 914
Чăвашлăх вучахĕн вăйлăрах çунма майĕ нумайланчĕИ.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Ăслăлăх канашĕн пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчи йышăнăвĕ чăваш халăхĕн малашлăхĕпе чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки шухăшлакансемшĕн çав таранччен ырă хыпар пулчĕ: хальхи историпе филологи факультечĕн тытăмĕнчен чăваш тата вырăс филологи факультечĕ уйрăлса тухĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕрлес ĕç XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче аталанса вăй илнĕ. XX ĕмĕрте тăван халăха хăйĕн чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕрлес ĕçе И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕ (университечĕ) туса пынă. Аслă шкул 1930 çултанпа пин-пин аслă пĕлÿллĕ вĕрентекене чăвашсем пурăнакан мĕнпур тăрăха çунат парса вĕçтернĕ. Чăваш чĕлхи учителĕсене, халăха вĕрентес ĕç валли наци кадрĕсем хатĕрлес ĕçе аслă шкул тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ факультетпа уйрăм урлă çÿллĕ шайра туса пынă. Çакна чăваш уйрăмĕ тăван республикăн мăнаçлăхне çĕршыв, тĕнче шайне çĕклеме пултаракан нумай-нумай пултарулăх çыннине çул уçса пани çирĕплетет. Кунтан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем пулса тăнă, тĕрлĕ çулта кунта чăваш халăх поэчĕсем А. Алка, В. Давыдов-Анатри, А. Галкин, халăх писателĕсем Илпек Микулайĕ, Хветĕр Уяр, Н. Терентьев, Юхма Мишши, Д. Гордеев тата ыттисем ăс пухнă. Хисеплĕ çĕр ĕçченĕ пулса тăнăскер те – А.П. Айдак – чăваш уйрăмĕнчех пĕлÿ илнĕ.
Педагогика университетĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕрлекен чăваш филологи факультетне хамăр халăхăн мухтавлă çутавçи И.Я. Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа 1998 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçнă. Факультет кĕске вăхăт хушшинчех пĕтĕм чăваша пĕрлештерсе тăракан вĕрентÿпе пултарулăх лаççи пулса тăнă. Унăн тытăмĕнчи кафедрăсенче вăй хуракан пултаруллă преподавательсем студентсене пĕлÿ панипе пĕрлех республикăмăрта, ун тулашĕнче чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекен учительсене пулăшакансем пулса тăнă.
XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи çĕр-шыври экономика лару-тăрăвĕ пирĕн пурнăçа пысăк улшăнусем илсе килчĕ. Вĕсем вĕренÿ системине те витĕм кÿмесĕр тăма пултараймарĕç. 2013 çулхи çу уйăхĕнче 15 çул хушши аталаннă чăваш филологи факультетне вырăс филологи тата истори факультечĕсемпе пĕрлештерсе историпе филологи факультечĕ туса хучĕç. Апла пулин те, чăваш филологи факультечĕн ĕçченĕсем йывăрлăх умĕнче аллисене усмарĕç, вĕсем чăваш чĕлхипе литератури кафедрине пĕрлешсе тăван халăха тăван чĕлхепе вĕрентме пултаракан учительсене хатĕрлес ĕçе малтанхинчен чакмасăр туса пыма тăрăшрĕç.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче çĕнĕрен чăваш тата вырăс филологи факультетне чĕртсе тăратни тăван халăх культурипе йăли-йĕркине, чĕлхипе литературине аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшма хистет, çакна тăвакансене чунтан хавхалантарать.
РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство науки и высшего образования Российской Федерации  Министерство просвещения Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики

Министерство просвещения Российской Федерации