Министерство просвещения Российской Федерации
Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ĕҫ министертстви
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Технопарк универсальных педагогических компетенций «Учитель будущего поколения России»

Доступная среда: Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Национальный проект «Наука и университеты»

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Контакты/Телефонный справочник Реквизиты ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Брендбук ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Архив баннеров Часто задаваемые вопросы Анкета обратной связи
Министерство просвещения Российской Федерации

объясняем.рф

Технопарк Министерство просвещения Российской Федерации

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ





Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
» Архивы
Апрель 2024 (96)
Март 2024 (103)
Февраль 2024 (73)
Январь 2024 (43)
Декабрь 2023 (55)
Ноябрь 2023 (104)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 22-21-47
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-28-85
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение

Главная страница » Новости » Петĕр Хусанкайăн пултарулăх эткерĕ паян та чĕресене хумхантрать
Петĕр Хусанкайăн пултарулăх эткерĕ паян та чĕресене хумхантрать
Дата: 15 марта 2017, 10:52 | Категория: Новости | Просмотры: 1550
Петĕр Хусанкайăн пултарулăх эткерĕ паян та чĕресене хумхантратьПуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш поэзийĕн улăпĕ, Чăваш АССРĕн К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ (1967), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомол премийĕн лауреачĕ (1969), СССР писателĕсен Союзĕн членĕ (1934) П. П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Петĕр Хусанкайăн пултарулăх эткерĕ» ятпа пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Конференцин пĕрлехи ларăвне педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, педагогика университечĕн наукăпа инноваци ĕçне йĕркелесе пыракан проректорĕ Татьяна Николаевна Петрова профессор ертсе пычĕ. Вăл чи малтанах пухăннисене ăшшăн саламларĕ, П. Хусанкай сăмахĕн хăвачĕн пĕлтерĕшне уçса пачĕ.
Конференци ĕçне И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕн, Владимир Николаевич Иванов профессорăн, сăмахĕ илем кÿчĕ. Вăл та П. Хусанкайăн чăваш культурипе литературинчи тÿпи вышкайсăр пысăк пулнине, унăн ĕçĕ-хĕлĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Вăл педагогика университетĕнче чăвашлăх ĕç-хĕлне сыхласа хăварас, ăна малалла тата курăмлăрах тăвас тĕлĕшпе май килнĕ таран тăрăшнине пĕлтерчĕ.
Çавра сĕтел кĕрекинче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн Юрий Николаевич Исаевăн, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн Константин Геннадиевич Яковлевăн сăмахĕсене те илтме кăмăллă пулчĕ. Вĕсем те Владимир Николаевичпа пĕр шухăшлă пулса республика шайĕнче П. Хусанкай ĕмĕчĕ-тĕллевĕ еплерех пурнăçа кĕрсе пыни çинче чарăнса тăчĕç.
Конференци программинче палăртнă ĕçсем хăйсен пуянлăхĕпе тата кăсăклăхĕпе тĕлĕнтерчĕç, унта хутшăнакансен йышĕ те савăнтарчĕ. Конференцие килнĕ хăнасем çавра сĕтел пуçланиччен педагогика университечĕн ăслăлăх библиотеки хатĕрленĕ «Халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕ», Чăваш наци библиотекин ĕçченĕсем йĕркеленĕ «Хусанкай тĕнчи» тата технологипе экономика факультечĕ хатĕрленĕ «Чăваш тĕрри» куравсемпе паллашрĕç, «Юрай» фольклор ушкăнĕн юррине (илемлĕх ертÿçи – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зинаида Алексеевна Козлова профессор, аккомпаниаторĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Эдуард Васильевич Кириллов) итлесе киленчĕç.
Аслă поэтăмăр сасси те залра янăрарĕ. П. Хусанкай хăйĕн «Кашни ман сăввăм юлашки пекех» сăввине вуланине, чăваш халăх юррине юрланине конференцие хутшăнакансем хапăл тусах йышăнчĕç.
Конференци ĕçне тĕрлĕ ăслăлăх тата вĕренÿ организацийĕсен ĕçченĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсем чăвашлăха аталантарас енĕпе педагогика университечĕ тĕрĕс çулпа утнине, кирлĕ ĕç туса пынине хаваспах пĕлтерчĕç, Хусанкай ĕçне малалла тăснишĕн тав турĕç, поэтăмăрăн илемлĕх тĕнчинчи тĕп идейăсене сарасси пуриншĕн те тĕп тивĕçсенчен пĕри пулмаллине палăртрĕç. Çак шухăшсене çирĕплетсе паллă сăмах ăстисем Юрий Семенович Сементер, Валерий Владимирович Туркай, Василий Николаевич Пушкин хăйсен сулăмлă сăмахĕсене каларĕç, П. Хусанкай туслăх элчи пулнине, вăл тĕрлĕ халӑх литературисен хушшинчи асамат кĕперне хывнине çирĕплетрĕç. Çав çыхӑнусем паянхи кун та аталанса пынине Британи академийĕн профессорĕ Питер Франс, Туркменистанри ăслăлăх академийĕн академикĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Соегов Мурадгелди профессор видео саламсем яни те ĕнентерет.
Конференци ĕçĕ ăслăлăх ыйтăвĕсене сÿтсе явнипе малалла тăсăлчĕ. П. Хусанкай поэзийĕнчи Çеçпĕл Мишшин традицийĕсем пирки филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Юрий Михайлович Артемьев, поэт эткерĕн хăйне евĕрлĕхĕ, унăн хальхи вăхăтри пĕлтерĕшĕ пирки филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, чăваш халăх ăсчахĕ Виталий Петрович Станьял доцент, Петĕр Хусакайăн илем тĕнчисем çинчен филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Петрович Хусанкай доцент курăмлăн каласа пачĕç.
Конференцие хутшăнакансем «Пĕр сăвă тишкерĕвĕ» ăсталăх лаççинче те пулса курчĕç. Унта «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвва историпе филологи факультечĕн студенчĕсем тĕрлĕ чĕлхепе янраттарчĕç. Атнер Петрович Хусанкай сăввăн илемлĕ тĕнчине пахаласа калаçăва ăслăлăх çыннисене, шкул вĕрентекенĕсене, студентсене явăçтарчĕ. Çавăн пекех ăслăлăх доклачĕсене виçĕ секцире сÿтсе яврĕç.
Пĕтĕмлетÿллĕ пĕрлехи лару ĕçне СССР халăх артистки, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Вера Кузьминична Кузьмина çитни пурне те савăнтарчĕ. Вăл «Тилли юррисем» ярăмри сăвăсене вулани пурин чунне те тыткăнларĕ.

Смотреть видеорепортаж
РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство науки и высшего образования Российской Федерации  Министерство просвещения Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики

Министерство просвещения Российской Федерации